Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Вутӑн алли те, ури те вӑрӑм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Ямаш ял тӑрӑхӗ

Ял пурнӑҫӗ

Ӑшӑ сӑмах ҫу кунӗ, сивӗ сӑмах хӗл кунӗ теҫҫӗ. Ҫулланнисемшӗн вӑл уйрӑмах паха та хаклӑ. Ҫакна шута илсе-ши Канаш районӗнчи пӗр ялти староста ватта килне ҫитсех хисеп тунӑ.

Чыса Канаш районӗнчи Вӑрман Енӗш ялӗнче пурӑнакан Мария Семенова тивӗҫнӗ. Юпа уйӑхӗн 9–мӗшӗнче вӑл 85 ҫул тултарнӑ. Вӑрҫӑра пуҫ хунӑ салтак арӑмне П.М. Мальцев ял старости ӑшшӑн саламланӑ. Вырӑнти хастарсӑр пуҫне кинемее вӑл тӑрӑхри юрӑ-ташӑ ӑстисем те хисеп тунӑ. «Хисеплӗ ватта ырлӑх-сывлӑх сунса «Енӗшсем» фольклор ушкӑнӗ илемлӗ юрӑсем шӑрантарчӗ», — пӗлтереҫҫӗ ку пулӑм пирки Ямаш ял тӑрӑхӗнче. Юбиляра чыслама пухӑннисем юрланисӗр пуҫне хаяр вӑрҫӑ вӑхӑтне, ял пурнӑҫӗн иртсе кайнӑ, анчах манӑҫми саманчӗсене, ырӑ йӑла-йӗркесене аса илнӗ.

 

Культура

Нумаях пулмасть Ҫӗрпӳ районӗнчи Ямаш ял тӑрӑхӗнче «Туслӑх кӑшӑлӗ» фольклор фестивалӗ иртнӗ. Кунта кунашкалли пӗрремӗш хут иртнӗ. Концерт умӗн мӗн пур ушкӑн Виҫҫӗмӗш Вӑрманкасси ялӗ патӗнче вырнаҫнӑ Илларион асапҫӑн ҫветтуй ҫӑлкуҫӗ патне ҫитнӗ.

Фестиваль театрализацилесе утассинчен пуҫӑннӑ. Уява республикӑри 7 районти 9 ушкӑн хутшӑннӑ. Праҫник йӗркелӳҫисем — Ямаш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Юрий Тимофеев, Ҫӗмӗрле районӗнчи Тӑванкасси ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Владимир Васильев, ҫак районти Егоркино ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Валерий Григорьев ку уяв республикӑри халӑх пултарулӑхне аталантарма пулӑшнине палӑртнӑ.

Уявра чи малтанах «Ямаш» фольклор ансамблӗ сцена ҫине тухса чӑваш юррисем шӑрантарнӑ. Унтан Ҫӗмӗрле районӗнчи «Шанчӑк» фольклор ушкӑнӗ юрланӑ. Вӗсем хыҫҫӑн — Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи «Кунер» халӑх фольклор ушкӑнӗ, ҫак районти «Шӳлкеме» халӑх фольклор ушкӑнӗ, Элӗк районӗнчи «Шурӑмпуҫ» фольклор ансамблӗ, Муркаш районӗнчи «Сурпан» вокал ансамблӗ, Ҫӗмӗрле районӗнчи «Тӑванлӑх» фольклор ушкӑнӗ, Етӗрне районӗнчи «Сӑр ен» халӑх фольклор ушкӑнӗ, Вӑрнар районӗнчи «Шурӑмпуҫ» халӑх фольклор ушкӑнӗ.

Малалла...

 

Культура

Кӑҫал Канаш районӗнчи Ямашри клуба уҫнӑранпа 95 ҫул ҫитет. Шӑп та 1919 ҫулта ӗнтӗ ҫак ялта клуб-вулавӑш уҫнӑ та. Кӑҫал культура ҫулталӑкӗ пынӑ май ямашсем ҫак паллӑ куна нарӑсӑн 3-мӗшӗнче уяв тусах палӑртнӑ.

Тӗрлӗ тӳре-шара ял клубӗн юбилейӗпе саламланӑ: Ямаш вӑтам шкулӗн директорӗ, ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ тата ял ҫыннисем.

Концерт программи анлӑ пулнӑ. Чи малтанах «Ентешсем» ансамбле асӑнас пулать — унӑн ӳнер ертӳҫи ҫак ялсемех, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ятне тивӗҫнӗ Стеклов В.Г. Ҫавӑн пекех ялта «Задоринки» ташӑ кружокӗ те ӗҫлет. Вӗсем матрёшкӑсен ташшине лартса пачӗҫ.

Ял тӑрӑхӗн сайчӗ куракансем уявпа кӑмӑллӑ пулни пирки пӗлтерет.

 

Ямаш ялӗнчи урам
Ямаш ялӗнчи урам

Авӑнӑн 25-мӗшӗнче, кӗркуннехи лӑпка та хӗвеллӗ кун, Ҫӗрпӳ районӗнчи Ямаш ялӗ ҫывӑхӗнчи ҫӑва вырӑнне карта тытма Ямаш, Эрӗмкасси, Виҫҫӗмӗш Вӑрманкасси тата Амачкасси ялӗсенчен халӑх пуханнӑ. Кун пирки Ямаш ял тӑрӑхӗн администрацийӗ пӗлтерет. Асӑннӑ ялсенчи халӑх пӗр кун хушшинче 80 метр тӑршшӗ кивӗ карта пӑсса ҫӗнӗрен 200 метр ҫӗннине тытнӑ.

Кашни хутшӑнакана ятран асӑнма пулать: Александров Валентин, Яковлев Валерий, Яковлев Александр, Захарова Анна, Васильев Геннадий, Яковлев Евгений, Федотов Анатолий, Федорова Евдокия, Карпов Олег, Федотов Валентин, Федоров Николай, Андреева Валентина, Порфирьев Константин, Ефимов Владимир, Лукин Евгений, Пантелеймонов Леонид, Карпов Владимир, Федоров Александр, Тимофеева Екатерина, Васильев Лев, Евсеев Николай, Миронов Николай, Ефимова Галина, Сергеева Дина, Яковлев Альберт, Федорова Лариса, Павлов Михаил, Васильев Валерий, Александров Владимир, Григорьев Юрий, Федоров Василий, Архипов Петр, Емельянов Виталий, Иванов Сергей, Макаров Виталий тата ыттисем.

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.10.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӑлтӑрсем эрне интереслӗ тата тухӑҫлӑ пуласса систереҫҫӗ. Эсир ҫӑмӑллӑнах чылай плана пурнӑҫлатӑр, пӗр-икӗ кун канма уйӑратӑр.Чи кирлти — шалти сасса итлени тата асӑрхануллӑ пулни. Ӑмсанакан ҫынсенчен аяккарах пулӑр, сирӗн ӑнӑҫӑвӑрсемшӗн чунран савӑнаканнисемпе кӑна хутшӑнӑр.

Юпа, 19

1913
112
Вдовина Ираида Григорьевна, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ.
1914
111
Пушкай Леонид Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ.
1925
100
Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1941
84
Виталий Енӗш, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1947
78
Исаева Людмила Сергеевна, сӑвӑҫ, тӑлмач ҫуралнӑ.
1978
47
Краснов-Асли Василий Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1978
47
Василий Краснов-Асли, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1982
43
Романов Борис Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ.
1990
35
Чӑваш АССРӗ вырӑнне Чӑваш Совет Социаллӑ Республики пулса тӑнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та